ЧĂВАШ ПУЛСА ПУРĂННИ

просмотров: 4101

Сăмахăмăр – Виталий Григорьевич Родионов /Сăвар Эртиванĕ/, литературовед тата критик, фольклорист, этнолог, поэт, педагог, методист çинчен. Вăл 1947 çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Вăрнар районĕнчи Хураçырма ялĕнче çуралнă, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне /1975/, СССР Наукăсен Академийĕн Тĕнче литератури институчĕн аспирантурине /1979/ вĕренсе пĕтернĕ. Свердловскри Урал электроаппаратура заводĕнче – стропальщик тата токарь, тăван колхозра –комбайнер пулăшуçи, Республикăри наукăпа методика центрĕнче – методист /1974/, Йĕпреç районĕн «Çĕнтерӳшĕн» хаçатăн литсотрудникĕ /1974–1975/, ЧАССР Министрсен Совечĕ\çумĕнчи ăслăлăх тĕпчев институтĕнче кĕçĕн тата аслă ăслăлăх ĕçтешĕ, чăваш литературипе фольклор пайĕн ертӳçи /1976, 1979 – 1994/, Чăваш патшалăх университечĕн филологи факультетĕнче Чăваш тата танлаштаруллă литература пĕлĕвĕн\кафедрин профессорĕ, ертӳçи, чăваш филологийĕпе культура факультечĕн деканĕ /1998 – 2014/, 1998, 2013, 2009 çултанпа – Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх аслă ĕçтешĕ. 1994 çултанпа – филологи специальноçĕсемпе çырнă – кандидат тата доктор диссертацийĕсене хӳтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен канашăн председателĕ.

В.П. Родионов 200 ытла ăслăлăх ĕçĕ, вăл шутра 5 монографи, 20 вĕрентӳ тата методика пособийĕ çырса хатĕрленĕ. Вăл тăрăшнипе чăваш сăмах ăстисен еткерĕсене социологипе политика тĕлĕшĕнчен хакласси пĕтет, ученăй XVIII–XX ĕмĕрсенчи хальччен маннă ятсене тавăрчĕ, вĕсен пултарулăхне уçса пачĕ: Ермей Рожанский, Никита Бичурин, Виктор Вишневский, Чăваш Хвети, Василий Лебедев, Спиридон Михайлов /Янтуш/, Николай Золотницкий, Михаил Федоров, Григорий Тимофеев, Николай Ашмарин, Гурий Комиссаров /Вандер/, Федор Павлов, Алексей Милли, Мĕтри Юман, Виктор Рсай, Илле Тăхти.

Чăваш патшалăх кĕнеке палатинче В.Г. Родионовăн 43 кĕнеки упранать. Унăн «Чувашская литература XVIII–ХIХ вв.» /2006/ вĕрентӳ пособийĕ\Атăлçи федераллă округри аслă шкулсем хушшинче ирттернĕ\конкурсра 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Вăл халăх сăмахлăхĕн тата илемлĕ сăмах ăстисен: Н.Я. Бичурин, Е.И. Рожанский, С.М. Михайлов /Янтуш/, М.Ф. Федоров, В.И. Лебедев, В.П. Вишневский, Н.И. Ашмарин, Г.И. Комиссаров, Н.И. Золотницкий, К.В. Иванов, П.П. Хусанкай, С.В. Элкер т.ыт.те хайлавĕсене пухса 30 кĕнеке хатĕрленĕ.

Ăсчахăмăрăн ят-сумĕ пысăк: филологи ăслăлăхĕсен докторĕ\/1993/, профессор /1995/, Раççей журналисчĕсен союзĕн членĕ\/1974/, Раççей писателĕсен пĕрлĕхĕн членĕ /1995/, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Енĕн ăслăлăх тава тивĕçлĕ\ĕçченĕ /1997, 2010/. Раççей Федерацийĕн Вĕренӳ тата наука министерствин Хисеп грамотисене тивĕçнĕ, Атăлçи классика университечĕсен ассоциацийĕн преми лауреачĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн «Çулталăкри чи лайăх профессор», «ЧПУн тава тивĕçлĕ\ профессорĕ» ятсене тивĕçнĕ. Унăн чăваш халăх çырулăх культурин историйĕ, тĕрĕк халăхĕсен сăмахлăхĕ, тĕрĕк-финн-угр фольклор çыхăнăвĕсем пирки çырнă хайлавĕсем Раççейри, Украинăри, Турцири хуласенче пичетленнĕ.

В.Г. Родионов тĕрĕк тата чăваш поэзин, Уралпа Атăлçи тата чăваш литературин, фольклорпа этнологи ыйтăвĕсене тĕпчет, çав вăхăтрах публицистикăпа поэзи анинче те вăй хурать, Раççей халăхĕсен, Уралпа Атăл регионĕн, чăваш литература аталанăвĕн ыйтăвĕсене тишкерсе хак парас тĕллевпе \ĕçлет. Ученăй хăйĕн ăслăлăх шкулне йĕркеленĕ. Вăл вĕрентӳ тытăмне çĕнетсе йĕркелес, педагогика \ĕçĕн пахалăхне çӳллĕ шая çĕклес тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттернĕ, филологи тата культурологи вĕрентӳ-методика комплексĕсен пакетне йĕркеленĕ. Ун патĕнче Турци, Япони, Финлянди тата Венгри преподавателĕсем стажировкăра пулнă. Вăл «Памятники словесности» /пурĕ 8 том тухнă/ ăслăлăх кăларăмĕсен ярăмне йĕркелекенĕ тата тĕп авторĕ.

Малалла эпир вулакансене ăсчахăмăртан илнĕ интервью сĕнетпĕр:

 

– «Чăваш литература пĕлĕвĕн паян тумалли ĕçĕсенчен пĕри вăл – историлле поэтикăна никĕслесе çитересси, профессилле литература поэтикин аталанăвне тĕпчесси», – тенĕ\Эсир «Поэзие тĕпчес ыйтусем» статьяра /1988/. Унтанпа ку тĕлĕшпе мĕнле пысăк утăмсем тунă?

– Вăхăт иртнĕçемĕн пурнăç горизончĕ тата инçете кайса пырать. Хальччен эпир К.В. Иванова чăваш культурине тĕнче шайне çĕклекен тесе палăртаттăмăр. Халĕ эпир çак ыйтусене лартатпăр: «Нарспи» поэма пире халăх пек пурăнма пулăшать-и? Нацин тĕлĕрекен ăнĕ Кашкăр Иванĕсен Кĕçтентинĕн хайлавĕсенче мĕнле ӳкерĕннĕ? Унăн хайлавĕсем чăваш пулма пулăшаççĕ-и? Халăх пулмалли тĕп йĕрсем – йăха тăсасси, чĕлхене, культурăна аталантарасси. Литература мĕншĕн çуралать? Вăл – халăхăн пĕр пайĕ. Илемлĕ шухăшлав халăх ăнĕпе тачă çыхăннă. Çыравçă тĕллевĕ – ăна историн контекстне кĕртсе лартса пырасси.

Чăваш пулса пурăнма йывăрланса пырать. Ирĕксĕрех кĕрешӳçĕ\ пулма тивет.

– К.В. Иванов çуралнă тăрăхсене кайса çӳреме тӳр килнĕ-и, Силпи, Хушăлка ялĕсенче пулнă-и? Чуна уйрăмах мĕн хускатать унта?

– Пулнă, паллах, темçе хутчен те. 1987 çулта институт пĕрлĕхлĕ\экспедици йĕркелерĕ. Эпир Пушкăрт, Оренбург тăрăхĕсенче çӳрерĕмĕр. Питĕ тухăçлă иртрĕ вăл. Пушкăртра чухне Хушăлкана чарăнтăмăр. Тепĕр кунне Слакпуçра пултăмăр. Вăхăт каç енне сулăннăччĕ те, Геннадий Юмартпа иксĕмĕр унтах çĕр выртрăмăр. Тепĕр кун ирех Силпие тухса утрăмăр. Ял вырăнĕ юлнă çĕрте сăнаса-тĕпчесе пăхрăмăр, çăл куçсене тасатса çӳрерĕмĕр. Çурт пулнă вырăнта пӳрт никĕсĕсем, кăмака вырăнĕсем юлнă… Силпи пит\илемлĕ çĕрте вырнаçнă. Çав асамлă вырăнсем чун тĕпĕнче тăрса юлчĕç. Кăнтăрлаччен пултăмăр унта. Хушăлкана каç енне çеç таврăнтăмăр. Кунĕ питĕ шăрăхчĕ. Çăл куçран сивĕ шыв ĕçнипе пыр шыçса кайрĕ, кĕç-вĕç чирлесе ӳкеттĕм. Çирĕм çухрăма каялла аран утса çитрĕмĕр. Пире мунча хутса кĕртрĕç те чирлесрен хăтарса хăварчĕç. Пĕлтĕр эпĕ Слакпуçне тепĕр хут кайса килтĕм, ял çыннисемпе, тăванĕсемпе курса калаçрăм, музейре тепĕр хут пултăм. Çавна май çĕнĕлĕхсем шырарăм.

Кашкăр Иванĕсен Кĕçтентин\çырнинче тĕлĕрекен ăс айĕнчи тарăн шухăшлав палăрать. Калăпăр, акă Силпи Слакпуçĕнчен тухăç енне вырнаçнă, Хушăлка – кай енче. Кай ен вăл – шуйттан ен, усал-тĕсел вăйсем хĕвел аннă çĕрте çеç. Тухăç енчен вара çутă килет. Поэтăмăр «Нарспи» поэмăра хăйĕн тăван ялне сăнлать, унăн геройĕ Вăтакасран Турикаса каять. Çакна çав вырăнта пулса курсан тин лайăх ăнланатăн.

– Тăхтаман килне тупрăр-и?

– Хушăлкара кил вырăнĕ пур. Пуян пулнă тет. Ялĕ, чăнах та, пысăк, пуян темелле. Поэт детальсене, сăнсене пĕтĕмĕшлетсе çырнă, çавăнпа та поэмăра прототипсем шырани кăлăхах.

– Эсир иртнĕ ĕмĕрсенчи чăваш литератури пирки 5 вĕренӳ пособийĕ çырнă. Малаллахи тапхăрсене тишкерсе çыратăр-и?

– Эпĕ\ хам XVIII–ХIХ \ĕмĕсенчи, ХХ \ĕмĕрĕн 19, 20-мĕш çулсенчи чăваш литературине тĕпчетĕп, малаллине филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Георгий Федоров профессор сăнаса пынă.

– Виталий Григорьевич, кăçал «Чувашский этнос» сулмаклă кĕнеке кун çути курчĕ Сирĕн. Эсир – паллă литературовед, ĕмĕрĕпех чăваш литературине тĕпчес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçленĕ. Епле-ха халĕ тата этнологи çине тарăннăн кĕрсе кайрăр?

– 1993 çулта эпĕ «Чувашский стих» диссертаци хӳтĕлерĕм. Унта пирĕн эрăчченхи чăваш сăввине тĕпчерĕм. Çав диссертацине хатĕрленĕ чухне халăх историне тĕпчеме пуçласа кайнă та. Чĕлхе халăх кун-çулĕпе тачă çыхăннă, халăх сăвви-юрринче унăн пĕтĕм пурнăç тытăмĕ-йĕрки, хуйхи-суйхи, савăнăçĕ, терчĕ курăнать-çке-ха. «Дореволюционное чувашское стихосложение» диссертацире чăваш чĕлхи тĕрĕк чĕлхинче мĕнле аталаннине, унăн хăйнеевĕрлĕхне тĕпченĕ майăн та эпĕ халăхăмăр кун-çулне тĕпчес çул çине кĕрсе кайрăм.

«Чувашский этнос» кĕнекере эпĕ ытларах чăваш халăхĕн историйĕ, Уралпа Атăлçи тăрăхĕнчи поэтсен пултарулăхне тĕпчеме тăрăшрăм. Мĕнле уйрăмлăхсем тата пĕрпеклĕхсем палăраççĕ-ха? Пĕрлĕхĕ пур, – эпир пурте тĕрĕксем, пĕр тымартан, анчах тутарсемпе пушкăртсен Атăлçи халăхĕсеннинчен /финн-угрсемпе чăвашсенчен/ урăхларах. Чăвашсемпе пĕсĕрменсен /бесермян/ историйĕ пирки эпĕ аспирантурăран вĕренсе тухсанах çырнăччĕ. Мускавра аспирантурăра вĕреннĕ чухне кашни каç çывăрма выртас умĕн «Авалхи тĕрĕк словарьне» вулаттăмччĕ. Çавна манăн манăн чăваш этнологийĕ пирки çĕнĕ теори çуралчĕ. Эпĕ ăна «Этнокультурные черты и история бесермян как свидетельства булгаро-чувашской преемственности» статьяра\/1982 ç./ çырса кăтартрăм. Чăваш йăли-йĕрки пирки унччен статья никам та çырман.

– Асăннă кĕнекере христиан тĕнĕпе язычество тĕнĕ хушшинчи ыйтусем пирки те ятарлă статья пур. Мĕн çĕнни каласшăн автор?

– Христиан тĕнне ĕненекенсем пире «язычниксем» теççĕ. «Язычество» термин халăх йăхсен шайĕнче пурăннă вăхăтра çуралнă. «Языцех» тени «халăх» тенине пĕлтерет. Язычество тĕнне малтан пур халăх та ĕненнĕ. Вĕсен ăнлавĕ тăрăх этем пурнăçĕ спираль евĕр аталанса пырать, пач татăлмасть – çын ку пурнăçран тепĕр тĕрлĕ пурнăçа куçать /чĕрчун пулать/, унтан тата каялла таврăнать имĕш. Çапла пĕр çаврăмран – тепĕр çаврăма. Чиркӳ çыннисем кам христианство тĕнне ĕненмест, çавсене пурне те «язычник», «нехристь» тенĕ. Вĕсен ăнлавĕ тăрăх тĕнче пуçланать, аталанать те пĕтет имĕш. Леш тĕнче, çылăх, ахăрсамана – христианство ăнлавĕсем.

Чăваш тĕнĕпе мифологине П.В. Денисов атеист куçĕпе пăхса çырни пурччĕ. Эпĕ истори чăнлăхĕ енчен пăхса çыртăм. Бичурин ĕçĕсене тĕпе хурса хам шухăша аталантартăм.

– Чĕлхе аталанăвĕ, халăхăн поэзири тата прозăри ăнлавĕ сĕм авалтан епле аталанса пыни çинчен Эсир юлашки вăхăтра пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем çыратăр. «Чувашский этнос» /2017/, «Чувашское сравнительное литературоведение» çĕнĕ кĕнекесенче /2017/ те кун пирки темиçе статья пичетленĕ. Вулакана кĕскен паллаштарсамăр.

Университетра вĕреннĕ чухне М.Р. Федотов вĕрентнĕ «Чĕлхе наукин историлле грамматики», «Тĕрĕк чĕлхин танлаштаруллă грамматики» дисциплинăсем мана наука ĕçĕсене çырнă чухне питĕ пысăк пулăшу пачĕç. Хамăн ăслăлăх ĕçĕсенче эпĕ чĕлхемĕр авалтан епле аталанса пынине уçса кăтартас терĕм. Халăхăн поэзири тата прозăри ăнлавне истори енчен тата танлаштаруллă куçпа пăхса тĕпчерĕм. Сĕм авалхи пăр тапхăрĕнчен пуçласах çĕр хăвăлĕнче пурăннă малтанхи çынсем /чăваш халăхĕ тухнă сĕм авалхи йăхсем: монголсем, тĕрĕксем т.ыт.те/ чулсем çине çырса хăварнă ӳкерчĕксене, скульптурăсене танлаштарса пăхатăп. Çавăн чухнехи илем ăнлавĕсенчен малаллахи тапхăрсене фрагментсемпе пăхса тухатăп, реконструкци тăватăп. Ку ыйтăва пĕччен çĕклесе çитерейместĕн, паллах. Пысăк институтăн вуншар çул хушши ĕçлес пулать.

– Умра тата мĕнле çĕнĕ тĕллевсем?

«XX ĕмĕрти чăваш литератури» монографин 1-мĕш томне хатĕрлесе кăлартăм. Кăçал 2-мĕш томĕ тухмалла. Малалла тата Институт планĕпе XVIII–XIX, XX ĕмĕрсенчи чăваш литература историйĕ пирки икĕ кĕнеке хатĕрлеме палăртнă. Халĕ эпĕ «XX ĕмĕрчченхи чăваш литератури» темăпа иккĕмĕш çул ĕçлетĕп. «Чувашский этнос» кĕнекери «Прототюркское и древнебулгарское мифопоэтическое сознание» тата «Истоки художественного сознания уральских народов к постановке проблемы» статьясем çав кĕнеке пуçламăшĕ пулаççĕ. Унта 15–20 пин çул каяллахи тапхăрсем çинчен сăмах пырать. Чĕлхе пуçланнă вăхăт. Халăхăн илемлĕ сăнарлăх ăнĕ çинчен çав тапхăртанпах тишкерсе килетĕп: Урал тăвĕсен хăвăлĕнче упранакан малтанхи çынсен ӳкерчĕкĕсене, çыру паллисене тĕпчерĕм, унтан ытти тапхăрсене куçрăм.

Эпир пĕтĕм тĕнчери литература историне вĕреннĕ. Мускавра аспирантурăра вĕреннĕ чухне СССР Наукăсен Академийĕн член-корреспонденчĕ Г.И. Ломидзе çапла каланине астăватăп: «Пĕр-пĕр халăх литературине уйрăммăн тĕпчемелле мар, ытти халăхсемпе танлаштармалла», – тенĕччĕ. Çапла вара эпĕ, чăваш литературине тĕпченĕ майăн, чăваш аваллăхне кĕрсе кайрăм. Хуть те мĕнле пулăма та паянхи лару-тăрупа çеç виçсе хаклама çук. Пиншер çул каяллахи истори опычĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ун чухнехи чăваш аслашшĕсем те ăслă-тăнлă çынсемех пулнă. Истори тĕрĕслĕхĕ вара мала тухать.

1740 çулсенче чăвашсене ирĕксĕр тĕне кĕртме тытăнаççĕ. Охатер Томеев чăваш çав тапхăрта Елизавета патша-майра патне çырупа каять. Унта вăл чăвашсене тĕне кĕртнĕ чухне чăваш чĕлхипе усă курма, чăвашсене ертсе пыракан уйрăм çын суйлама тата ертсе пыма ыйтать. Унăн ĕмĕчĕ\XX ĕмĕр пуçламăшĕнче çеç пурнăçа кĕрет. Анчах шухăшлăр-ха! Икĕ ĕмĕр малтан пирĕн пултаруллă чăваш Охатер Томеев автономи пирки шухăш тытма пултарнă.

Акă, эпир хамăр тымарсене 8–9 сыпăк таранччен тĕпчетпĕр. Тата та ытларах пĕлесчĕ. Хамăр йăхсене пĕлни пире пурнăçра çирĕпленме пулăшать, вăй парать.

– Мĕн хистет ученăй-литературоведа, профессора проза жанрĕпе хайлавсем çырма?

– Çамрăк чухне эпир пурте сăвăсем çыратпăр, поэзие туртăнатпăр. Малта чун хавалĕ, юрату, хавхалану тăрать. Ăспа пурăнма тытăнсан вара проза çырăнать. Кашкăр Иванĕсен Кĕçтентинĕ те хăйсен Пăртта таврашĕ пирки повесть çырма шухăшланă. Ун пирки çирĕплетекен хутсем те пур: палăртнă плансем, уйрăм-уйрăм çырнă сыпăксем, анчах пĕтĕмĕшле упранса юлни çук. Туллин çырни те пулма пултарнă.

– Эртиван псевдоним епле çуралнă? Сирĕн йăха çапла каланă-и? Сирĕн йăхра мĕнле паллă, пултаруллă çынсем пулнă?

– Хамăрăн йăх историне эпĕ XVIII ĕмĕр варриччен тĕпчерĕм. Вăрнар районĕнчи ялсем çинчен «Виç\Çавал тăрăхĕ» кĕнеке çыртăм, унтах – хамăрăн йăх çинчен те. Пирĕн ялти чиркӳре Федор Павлов псаломщик пулса ĕçленĕ. Турхан Яккăвĕ аннене чиркӳре тĕне кĕртнĕ.

– Çемйĕр пирки тĕплĕнрех ыйтса пĕлес килет. Арăм, ачасем ăçта тата кам пулса \ĕçлеççĕ? Чăваш тĕнчи хаклă-и вĕсемшĕн?

– Манăн икĕ хĕр – Элпипе Пинерпи. Иккĕшĕ те чăвашла пĕлеççĕ. Элпи хамăрăн институтра –литературоведенипе фольклор пайĕнче ăслăлăх кĕçĕн ĕçтешĕ. Халĕ вăл çирĕм пиллĕкре. Пинерпи вăтăр çичĕ çулта, суту-илӳре тăрмашать. Малтан истори уйрăмĕнчен вĕренсе тухрĕ, анчах та 1990 çулсен вĕçĕнче пурнăçа сыпăнтарас тесе бизнеса кĕрсе кайрĕ. Халь ăнăçлă ĕçлесе пырать, ӳкĕнмест. Арăм, Эльвира Ильинична, чăвашах, Чăваш патшалăх университетĕнче преподаватель пулса ĕçлет. Чăвашла шухăшлатпăр, чăвашла калаçатпăр, чăвашла пурăнатпăр.

– Пурнăçри чи хаклă самант пирки каласа парсамăр.

– Хам çырнă статья пĕрремĕш хут район хаçатĕнче пичетленсе тухни. Эпĕ ун чухне 7 класс ачиччĕ, хамăр ял çинчен заметкăсем, статьясем çырнă. Малтанхи пичетленнĕ япаласем сăваплă. Пичетре кун çути курнă статья епле савăнтарнине ĕмĕрне те манмастăп. Чун вăркатчĕ, чĕре сиксе тухасла тапатчĕ\çапларах самантсенче…

"Тăван Атăл", 2017, №10, С.67-73